Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе лару ирттернӗ. Унта наци проекчӗсем пурнӑҫа епле кӗнине тишкернӗ. Ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑру пирки те тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ май пушӑ выртакан ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелли пирки калаҫнӑ.
Республикӑра кӑҫал ҫеремленнӗ 9 пин ытла га ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Апла пулин те 140 пин га ҫӗрпе тухӑҫлӑ усӑ курмаҫҫӗ. Ку енӗпе Ҫӗмӗрле, Элӗк, Куславкка, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Хӗрлӗ Чутай районӗсем ҫителӗксӗр ӗҫлеҫҫӗ.
«Ларӑва пухӑннисем Владимир Путин сӑмахне аса илнӗ май ҫынсем пай лаптӑкне харпӑрлӑха куҫарнипе куҫарманнине тӗрӗслеме тытӑнсан ҫеҫ вӗткеленнине палӑртрӗҫ. Чылай чухне калаҫу утӑ ҫинчи анчӑк евӗр лару-тӑрӑва куҫать иккен: лаптӑкпа хӑйсем те усӑ курмаҫҫӗ, ыттисене те парасшӑн мар», — пӗтӗмлетет лару епле иртнине итлесе ларнӑ Вячеслав Григорьев журналист.
Сӑнсем (4)
Нумаях пулмасть Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкулта «Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗпе килӗшӳллӗн вырӑсла тӗп пӗлӳ паракан шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентесси» ятпа стажировка иртнӗ.
Стажировкӑна республикӑн вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркеленӗ.
Пӗлӗве ӳстерме 108 сехетлӗ программӑпа дистанци курсне куҫамлӑ вӗҫлекенсем пухӑннӑ. Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр хулисенчи тата Пӑрачкав, Улатӑр, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Куславкка, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай районӗсен чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем инҫе ҫула хаваспах тухни пирки Вӗренӳ инстиутчӗ пӗлтерет.
Пӗлӗве ӳстермелли курсра вӗренекенсем валли А.А. Ядрицова «Н.И. Ашмарин — чӑваш чӗлхине тӗпчекен», А.А. Такина «Чӑваш чӗлхи урокӗсенче усӑ куракан хальхи технологисем», Г.М. Назарова «Анатолий Гин методикипе хатӗрленӗ урок конструкцийӗ», Г.Д. Карсакова «Чӑваш чӗлхи урокӗсенче юрӑпа усӑ курни» темӑсемпе ӑсталӑх урокӗсем ирттернӗ.
Сӑнсем (7)
Раштавӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев муниципалитетсен ертӳҫисемпе видеоканашлу ирттернӗ. Унта республикӑн строительство министрӗ Олег Марков районсемпе хуласен ҫутҫанталӑк газӗшӗн парӑм пухӑнса кайни пирки чарӑнса тӑнӑ.
Хутса ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланнӑранпа муниципалитетсенче газшӑн парӑм 29 процента ҫити ӳссе кайнӑ. Республикӑри пӗтӗм парӑмран 50 проценчӗ «Коммуналлӑ технологисем» общество тӳлеменнипе пухӑннӑ-мӗн. Юлашки икӗ ҫулта вӑл уйрӑмах пысӑк парӑм пуҫтарса янӑ.
Районсемпе хуласен парӑмӗсене илес пулсан, чи парӑмлисем вӑрнарсем, йӗпреҫсем, куславккасем, сӗнтӗрвӑррисем, вӑрмарсем, ҫӗрпӳсем тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар хулисем.
«Кашни министр хӑйӗн пайӗшӗн яваплӑх тытать, ҫакӑн пекех муниципалитетсен ертӳҫисен те ҫакна лайӑх ӑнланмалла, вӗсем те муниципалитетшӑн яваплӑ», — тесе ҫирӗп асӑрхаттарнӑ Михаил Игнатьев.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн лару залӗнче ентешлӗхсен пуҫлӑхӗсем канашлӑва пухӑннӑ. Ӑна Канашӑн ертӳҫи Александр Капитонов ертсе пынӑ.
Унта Александр Капитонова Каҫалсен ентешлӗхӗн ертӳҫинчен хӑтарнӑ. Ку саккунпа килӗшӳллӗн. Ара, пилӗк ҫул иртнӗ-ҫке-ха. Ун вырӑнне Валери Туркая лартнӑ.
Александр Капитонов унсӑр пуҫне ентешлӗхсен канашлӑвӗн ертӳҫин вырӑнне те йышӑннӑ. Ларура вӑл хӑйӗн вырӑнне урӑххине суйлама ыйтнӑ. Кунта та унӑн срокӗ тухнӑ иккен. Ҫапла район ентешлӗхӗсен пуҫлӑхӗсем Канаш ертӳҫине ҫӗнӗ ҫынна суйланӑ. Уҫӑ сасӑлав ирттерсе чи мала Куславкка район ентешлӗхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Зорин ҫӗнтернӗ. Вӑл ку тивӗҫе икӗ ҫул пурнӑҫлӗ. Унӑн ҫумӗсем Андрей Кузнецов (Сӗнтӗрвӑрри районӗн ентешлӗхӗн пуҫлӑхӗ) тата Владимир Семенов (Патӑрьел районӗн ентешлӗхӗн пуҫлӑхӗ) пулӗҫ.
Ентешлӗх ертӳҫисем ҫавӑн пекех Шупашкар хула пуҫлӑхӗпе Леонид Черкессовпа тӗл пулса «Чӑваш елккине» мӗнле ирттермелли пирки калаҫнӑ.
Чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне тӗпчес, аталантарас та упраса хӑварас, ачасен пултарулӑхне ҫӳллӗ шая ҫӗклес, патриотизм туйӑмне вӑйлатас тата культура хутшӑнӑвӗсене йӗркелес тӗллевпе чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче республикӑн Вӗрентӳ институтӗнче «Янра, чӑваш сӑмахӗ» конкурс-фестиваль иртнӗ. Фестивале республикӑри чӑваш тата вырӑс шкулӗсенчи 3-6 классенче вӗренекен ачасем хутшӑннӑ. Фестивальте пурӗ 192 номер пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӑватӑ номинацире палӑртнӑ: «Чи лайӑх сӑвӑ калакан», «Чи лайӑх юрлакан», «Чи лайӑх ташлакан», «Чи лайӑх сценка».
Ҫак фестивале Вӑрнарти 1-мӗш вӑтам шкул та хутшӑннӑ. 4-мӗш «а» класра вӗренекен Дарья Данилова «Вӑйӑра» ташӑпа, 6-мӗш «а» класри Ксения Клочкова В. Тимаков ҫырнӑ, В.Салихова кӗвӗленӗ «Кушак» юрӑпа кайнӑ.
«Чи лайӑх юрлакан» номинацире Ксения Клочкова 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Фестивале Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Вӑрмар, Куславкка, Йӗпреҫ, Канаш, Ҫерпӳ, Муркаш, Елчӗк, Тӑвай, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчен килсе ҫитнӗ. Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенчи шкул ачисем те хастар пулнӑ.
Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи Трактор тӑвакансен культура керменӗнче шкул ачисемпе вӗрентекенсен «Шкул шӑпчӑкӗ» республика конкурсӗ иртнӗ. Конкурса йӗркелекенсем шутӗнче Чӑваш наци конгресӗпе Чӑваш Республикинчи учительсен ассоциацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ те пулнӑ.
Чӑваш халӑх юррисене юрлакансен ӑмӑртӑвне Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Куславкка, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски, Муркаш, Елчӗк районӗсенчен, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар тата шкул Ҫӗpпӳ хулисенчен ачасен 11 фольклор ушкӑнӗ, 28 солист, учительсен 6 фольклор ушкӑнӗпе 9 солист хутшӑннӑ.
Солистсемпе фольклор ушкӑнӗсем чӑваш халӑхӗн хӑна, салтак, вӑйӑ, ӗҫ, лирика юррисене шӑрантарнӑ. Уяв каҫӗнче сюжетлӑ вӑйӑсемпе юрӑсем, такмаксемпе ташӑсем пӗp-пӗринпе ылмашса пынӑ.
ЧР Правительстви ача пахчинчи тӳлеве ӳстернӗ. Ҫакна черетлӗ канашлура йышӑннӑ. Хака мӗншӗн ӳстернӗ? Чиновниксем ҫакна апатлану хакӗ хӑпарнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, 12 сехетлӗхе ҫӳрекен ачасемшӗн кунне 70–100 тенкӗ тӳлемелле пулӗ. 10 сехетлӗхе пыракансен 55–90 тенкӗ кӑларса хумалла.
Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар районӗсенче 12 сехетлӗ режимлӑ ача пахчисенче 70 тенкӗрен йӳнӗрех пулӗ. Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсенче 10 сехетлӗ режимшӑн 50 тенкӗрен сахалрах кӑларса хумалла.
Ҫак кунсенче районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене ҫирӗплетесси малалла пырать. Ӗнер кӑна виҫӗ муниципалитетра Депутатсен пухӑвӗсем иртнӗ, вӗсенче пуҫлӑхсене палӑртнӑ. Улатӑр районне унчченхиллех Николай Романов ертсе пырӗ. Куславккара та малтанхи пуҫлӑхах, Валентин Колмуб, район пуҫлӑхӗнче юлнӑ. Улатӑр хулине ертсе пыма вара ҫак тилхепене вӑхӑтлӑх тытса пынӑ Александр Седова шаннӑ.
Шупашкар хула администрацине ертсе пыракан ҫынна палӑртмалли комиссире унччен ҫак пукана йышӑннӑ Алексей Ладыковшӑн сасӑлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, депутатсем кандидатурӑна паянхи ларура пӑхса тухмалла. Влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ятне хальлӗхе кӑтартманччӗ-ха, унта тивӗҫе вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Алексей Маклыгин ячех тӑратчӗ.
Пӑрачкав район администрацине паянтан каллех Евгений Лебедев ертсе пырӗ. Вӑл та унччен ҫак тивӗҫе пурнӑҫланӑччӗ.
Юпан 12-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев йӑлана кӗнӗ канашлӑва ирттернӗ. Унта шкулсенче апатлану хакӗ кӑҫалхи 4-мӗш кварталта тата ҫитес ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта мӗн чухлӗ хӑпарма пултарассине сӳтсе явнӑ.
ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсенчи апатланушӑн тӳлемелли хак ҫулталӑк пуҫланнӑранпа улшӑнман. Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 43 тенкӗ, Шупашкарта 84 тенкӗ пулнӑ.
Анчах хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта апатлану хакӗ ӳсмелле. Ку 11 муниципалитетра (Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче) 1–5 процент хӑпармалла. Ултӑ муниципалитетра вара (Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче) — 5–10 прцент.
Канаш, Шупашкар хулисенче тата Патӑрьел районӗнче апатлану хакӗ 10–15 процент ӳсмелле. 5 муниципалитетра (Йӗпреҫ, Красноармейски, Етӗрне районӗсенче тата Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче) апатлану хакне ӳстерме палӑртман.
Куславкка районӗнчи Карачри ял вулавӑшӗнче Яковпа Мария Ухсайсен музейӗ уҫӑлнӑ. Ырӑ ҫак ӗҫе пуҫаракансем — Ольга Яковлевна Ухсайпа Карачри ял тӑрӑхӗ тесе пӗлтереҫҫӗ вӑл тӑрӑхрисем.
Уява хутшӑннисене Ольга Яковлевна ашшӗпе амӑшӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Яков Ухсай — чӑваш халӑх поэчӗ. Вӑл 60 ытла кӗнеке авторӗ. Унӑн хӑш-пӗр хайлавӗ тӗнчипех сарӑлнӑ: «Тутимӗр», «Кӗлпук мучи», «Чапаевпа тӗлпулни», «Шурӑ хурӑнпа калаҫни», «Ача чухнехи ҫӑлтӑрӑм».
Мария Ухсай повеҫӗсемпе пьесисене те халӑх лайӑх пӗлет. Унӑн чылай драмипе камичӗ куракансен умне тухнӑ.
Уява «Енӗш» фольклор ансамблӗ хӑйӗн юрри-ташшипе илемлетнӗ.
Сӑнсем (25)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |